Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.4 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Юрӑҫӑн алли те пӗрле юрлать...»

Паянхи чӑваш эстрадинче палӑрнӑ чылай артист халӑх умне фонограммӑпа тухать пулсан Лариса Васильева куракансене чӗрӗ сасӑн мӗн пур илемӗпе тата черченлӗхӗпе тивӗҫтерет. Паян паллӑ юрӑҫ — «Хыпар» хаҫат хӑни.
— Ытла та канӑҫсӑр чунлӑ ҫын эсӗ, Лариса. Пӗрре те пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлместӗн. Республикӑра эсӗ ҫитсе курман вырӑн та юлмарӗ ӗнтӗ. Пӗррехинче шӗкӗр хуламӑрӑн урамӗпе пӗрле утнӑ чух кашни виҫҫӗмӗш ҫын сана сывлӑх суннине асӑрхарӑм. Ку — хисеп. Каласам, мӗн хӑвалать сана тӗнче тӑрӑх?
— Юрӑсӑр пурӑнаймастӑп. Юрламасӑр иртнӗ кун пӗр ӗмӗр тӑршшӗн туйӑнать. Ахальтен мар 2000 ҫулта Чечняна чӑваш ачисен чунӗсене хавхалантарас тесе юрӑ шӑрантарма тухса кайрам. Халь ҫав саманта аса илсен чун ҫӳҫенсе каять. Ялти аннене Раиса Мироновнӑна пӗчӗк ывӑлӑмсене Леньӑпа Мишшӑна шанса хӑвартӑм... Эпӗ Чечняран таврӑничченех куҫӗ типмен аннен... Эпир ун чух Шали, Гудермес, Аргун тӑрӑхӗнче службӑра таракан салтаксем патне ҫитсе куртӑмӑр. Вӑрҫӑ мӗн тери хӑрушӑ иккенне чун-чӗре тарӑнӑшӗпе витӗр ӑнланса таврӑнтӑм.
— Лариса, шӑпаран иртейместӗн ҫав. Юрать-ха сана Турри артист пулмах пӳрнӗ. Ав, пысӑк сценӑсем ҫинче халӑха савӑнтаратӑн...
— Вӗренсе пӗтерсен Ҫӗрпу районӗнчи ялта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗлле те, кӗркуннепе ҫуркунне те ӑҫта — машинӑпа, ӑҫта — ҫуран Канаш-Шупашкар аслӑ ҫул хӗррине ҫитсе тӑраттӑм: Шурӑ Шупашкарта иртекен репетицисене пӗр сиктерми ҫӳреттӗм. Пӗччен васкаса утнӑ май ачалӑхри ӳкерчӗксем вӗлле хурчӗ евӗр пуҫра сӗрлетчӗҫ. Эпӗ, шкул ҫулне ҫитнӗ хӗрача, пӳлӗм варринче пукан ҫинче тӑратӑп. Ман ҫире — аннен ура тупанне ҫитекен чи хитре кӗпи. Пӗр ҫуртра пурӑнакан кӳршӗсем унта-кунта ларса тухнӑ. Радиопа илтнӗ юрӑсене шӑрантаратӑп ҫеҫ. Шӑллӑм вара тӑрӑшсах сӑвӑ калать. Атте Леонид Семенович купӑс калама ӑстаччӗ, анне вара — юрлама. Анне кӑҫал 60 ҫул тултарать, атте 43-рех ҫӗре кӗчӗ. Репетицисене ҫӳресен-ҫуресен «капла юрамасть-ха» тесе шутласа илтӗм, тепӗр икӗ ҫултан музыка училищин студентки пулса тӑтӑм. Унтан вара качча тухрӑм, умлӑн-хыҫлӑн икӗ ывӑл ҫуратрӑм... Ай-тур, вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать-ҫке! Тепӗр сакӑр ҫултан иккӗмӗш курса ҫӗнӗрен вырнаҫрӑм. Чӑваш халӑх артисчӗ Виталий Гордеев йӗркеленӗ «Ялан» ушкӑнра пилӗк ҫул юрларӑм. Шухӑш-ӗмӗте пурнӑҫларӑмах.
— Юрӑҫ пулма ачаран ӗмӗтленсе хӑвӑн тӗллевне пурнӑҫа кӗртнине ӗнентертӗн. Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне хӗрлӗ дипломпа пӗтернине вара мӗнле ӑнланмалла?
— Веҫех питӗ ансат. Пӗрремӗшӗ, — ҫулсем малаллах кайнине тинкермесӗр аслӑ пӗлӳ илес, иккӗмӗшӗ, кулленхи кун-ҫула ҫӗнӗлӗхпе пуянлатас килчӗ. Ултӑ ҫул хушшинче чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ нумай кӗнеке вуларӑм. Интервью панӑ самантпа усӑ курса мана пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче хама тупма пулӑшнӑ вӗрентекенсене чун-чӗререн тав тӑватӑп.
— Лариса, санӑн яту грек чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан чарлан тенине пӗлтерет. Чарлан — калама ҫук илемлӗ кайӑк, ирӗклӗхе, тӳпери сенкерлӗхе, юхан шывсене савать, унӑн вӗҫевне куҫ илми чылайччен сӑнама пулать...
— Хӑш-пӗр чух хама чӑнласах та чарлан евӗр туятӑп. Шап-шурӑ пӗлӗтсемлӗ кӑн-кӑвак тӳпе тӗслӗ тап-таса юхан шывсем ҫийӗн ҫунатӑмсене ирӗклӗн сарса чарӑнми вӗҫес килет...
— Лариса, концертсем йӗркеленӗ май санӑн пӗр самантрах продюсер та, менеджер та, визажист та пулма тивет. Хӑҫан та пулин, пуйсан, эсӗ сак профессионалсене хӑвӑн командуна илессе пӗрре те иккӗленместӗп.... Паянхи чӑваш эстрадин пуласлӑхӗ пур-ши?
— Чӑваш эстради — шыравра. Ҫамрӑк юрӑҫ нумайланни савӑнтарать. Анчах юрӑҫсем сцена ҫинче юрӑсене фонограммӑпа юрланине эпӗ ниепле те йышӑнма пултараймастӑп. Концерта килекен ҫын хӑйен укҫине чӗрӗ сасӑ илтес тесе тӳлет. Артистсем вара куракана улталаҫҫӗ.
Кӗпе-тумтире модельерсемпе канашласа ҫӗлеттеретӗп. Тухья-хушпӑва, эрешсене алӑ ӑсти, Чӑваш Республикин культурен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова туса парать. Паян манӑн репертуарта 50 ытла юрӑ. Рынок условийӗсенче ҫӗнӗ юрӑсем хатӗрлеме питӗ йывӑр. Укҫа-тенкӗ сахалли пуҫа ыраттарать. Сӑмахран, пӗр компакт-дисклӑх юрӑ хатӗрлес тесен 50-70 пин тенкӗрен кая мар кирлӗ.
— Лариса, калама сук илемлӗ тапхӑрта ҫуралнӑ эсӗ. Пӗтӗм ҫут тӗнче ҫуркуннен асамлӑ ытамӗнче чӗрӗлсе ешернӗ самантра килнӗ эсӗ ҫак ҫӗр сине. Юлашки вӑхӑтра юрӑҫсем хӑйсен менелникне халӑхпа пӗрле уявласси йӑлана кӗчӗ. Эсӗ те ыттисенчен юлмастӑн-ха..
— Тавах ыр сӑмахсемшӗн. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти агрегат завочӗн культура керменӗнче эпӗ юратнӑ кураканӑмсемпе пӗрле хамӑн ҫуралнӑ куна паллӑ тӑватӑп. Хисеплесе пурне те концерта йыхравлатӑп.

Альбина Юрату калаҫнӑ
«Хыпар», 71№, 2007, ака, 12


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-17 17:13:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3225 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем